4859 | Ӑҫта кӗвӗҫӳ, ҫавӑнта ӑнмасть пурнӑҫу. | Юрату — Курайманлӑх |
4858 | Варлин варли пур. | Юрату — Курайманлӑх |
4860 | Йыхӑрсан йытӑ та килет, савакан хӑй килет. | Юрату — Курайманлӑх |
4861 | Кама юратаҫҫӗ, ӑна итлеҫҫӗ. | Юрату — Курайманлӑх |
4862 | Кӗвӗҫ арӑм кӗвенте кучӗ. | Юрату — Курайманлӑх |
4863 | Кӗвӗҫ куҫ ҫиес ҫӑкӑр ҫине те кӗвӗҫсе пӑхать. | Юрату — Курайманлӑх |
4864 | Кӗвӗҫ чӗрене кӗве ҫиет. | Юрату — Курайманлӑх |
4865 | Кӗвӗҫекене кӗве ҫиет. | Юрату — Курайманлӑх |
4866 | Кӗвӗҫӗн куҫӗ чапрас. | Юрату — Курайманлӑх |
4867 | Кӗвӗҫмен хӗрарӑм тӗнчере те ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
4868 | Кӗвӗҫӳсӗр юрату та ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
4869 | Курайман ҫын куҫ умӗнчех явӑнать. | Юрату — Курайманлӑх |
4871 | Курайман тӑшман пуҫа ҫиет. | Юрату — Курайманлӑх |
4870 | Курайман тӑшмана вилӗм те ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
4872 | Курайманӑн куҫӗ шӑтнӑ, тӳсейменӗн тӳс шӑтнӑ. | Юрату — Курайманлӑх |
4873 | Курайманлӑх куҫсӑр тӑвать. | Юрату — Курайманлӑх |
4874 | Куҫран пӑхсах кун курӑнать. | Юрату — Курайманлӑх |
4875 | Пӗр вӗҫерӗннӗ кайӑк таврӑнмасть, пӗр сивӗннӗ савни ҫаврӑнмасть. | Юрату — Курайманлӑх |
4876 | Пурне те йосо, кам кама юратать. | Юрату — Курайманлӑх |
4877 | Савакан килтӗр, пӳрте ҫӗклесе каймасть. | Юрату — Курайманлӑх |
4878 | Савакан саккӑр килет, тӑххӑр та килет. | Юрату — Курайманлӑх |
4879 | Савасси саккӑр, илесси пӗрре. | Юрату — Курайманлӑх |
4880 | Савасси ялта ӳсет, илесси ютра ӳсет. | Юрату — Курайманлӑх |
4881 | Савма мехел пур чух савса юл. | Юрату — Курайманлӑх |
4882 | Савнӑ ҫынпа чӳлмек катӑкӗ те савӑш курки. | Юрату — Курайманлӑх |
4883 | Савнӑ ҫыншӑн тӗнче тавра та ҫиччӗ ҫаврӑнӑн. | Юрату — Курайманлӑх |
4886 | Савни — ҫӗр кӗскетме, арӑм — ӗмӗр кӗскетме. | Юрату — Курайманлӑх |
4884 | Савни саккӑр та, пӳрни пӗрре ҫех. | Юрату — Курайманлӑх |
4885 | Савни ҫапни кӗҫӗтет анчах. | Юрату — Курайманлӑх |
4887 | Савни ҫинче пулсан чечче шатри чечек пек, хулӑн тути хуплу пек. | Юрату — Курайманлӑх |
4888 | Савни ҫукки ҫуркунне сисӗнет. | Юрату — Курайманлӑх |
4889 | Савнипе калаҫма ҫӗр кӗске. | Юрату — Курайманлӑх |
4890 | Савнипе калаҫма чӗлхене сарӑ ҫу сӗрмелле. | Юрату — Курайманлӑх |
4891 | Ҫӗр ҫинче юратуран пысӑк хӑват ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
4892 | Ҫӗр ҫумӑра юратать, ҫын лайӑха юратать. | Юрату — Курайманлӑх |
4893 | Ҫӗр шапи ҫӗр шапине савать, шыв шапи шыв шапине савать. | Юрату — Курайманлӑх |
4894 | Чӑн-чӑн таса юрату вилӗмрен вӑйлӑрах. | Юрату — Курайманлӑх |
4895 | Чӑн-чӑн таса юрату вилӗмсӗр. | Юрату — Курайманлӑх |
4896 | Чӑн-чӑн юрату ӗмӗрте пӗрре килет. | Юрату — Курайманлӑх |
4897 | Чӑн-чӑн юратуран таси ҫук. | Юрату — Курайманлӑх |
4898 | Чун саван чуптунӑ, чун ыратан чӳк тунӑ. | Юрату — Курайманлӑх |
4899 | Чун савнипе яланах уяв. | Юрату — Курайманлӑх |
4900 | Чӳк юратакан чӳк тӑвать, чун савакан чуптӑвать. | Юрату — Курайманлӑх |
4901 | Ылтӑнпа кӗмӗл вылянӑшӑн пӑхӑр окҫа кӗвӗҫет, пиччепе инке йомахланӑшӑн хӗр полтӑр кӗвӗҫет. | Юрату — Курайманлӑх |
4902 | Юрат ҫынсене, епле юратан хуна. | Юрату — Курайманлӑх |
4903 | Юратакан ҫыннӑн пичӗ ҫинчи шӗпӗн те хитрен курӑнать. | Юрату — Курайманлӑх |
4904 | Юратас килсен юпана та тытса юратӑн. | Юрату — Курайманлӑх |
4905 | Юратӑва никампа та пайламаҫҫӗ. | Юрату — Курайманлӑх |
4906 | Юратӑва уйрӑлу тӗрӗслет. | Юрату — Курайманлӑх |
4907 | Юратӑвӑн ик куҫӗ те суккӑр. | Юрату — Курайманлӑх |